Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗрпӳ районӗнчи Тури Шурҫырма ялӗнчи ҫынсем ҫул сарса парасса кӗтмен — хӑйсемех ӗҫе пуҫӑннӑ. Ял пысӑках мар, 1 урам ҫеҫ, унта — 50 ҫурт. 2 ҫул каялла вырӑнти хысна укҫипе 400 метра вӗтӗ чул сарса панӑ. 550 метр валли ҫитмен. Кӑҫал Владимир Барышев пуҫарӑвӗпе, вӑл ялта пурӑнать, ял халӑхӗнчен укҫа пухнӑ. Пӗтӗмпе — 160 пин тенкӗ. Унтан вӗсем смета хатӗрленӗ. Вӑл 440 пин тенкӗлӗх пулнӑ. 160 пин тенки халӑхран пухни кайӗ. Ытти — район администрацийӗн укҫи. Строительсем ӗҫе тӳрех пуҫӑннӑ. Малтан хӑйӑр сарнӑ, унтан щебень тӑкнӑ. 1 уйӑхрах ҫул сарса пӗтернӗ. Халӑх халӗ кӑмӑллӑ. Ҫӗрпӗве, Шупашкара ним мар тухса ҫӳреме пулать. Васкавлӑ медпулӑшу, пушарнӑйсем те йӗркеллех ҫитме пултарӗҫ. Унччен вӗсене ял пуҫӗнче кӗтсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Аслӑ Таяпари "Шанчӑк" ансамбль Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпари культура ҫуртӗнче ҫулла та пурнӑҫ кӗрлесе тӑнине вӑл тӑрӑхри район хаҫачӗ пӗлтерет. Унта тӗрлӗ 9 кружок ӗҫлет иккен. Вӗсенчен 4-шӗ ачасем валли, ыттисем — аслӑраххисем валли. Кружоксене халӑх хаваспах ҫӳрет-мӗн. «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ хӑйӗн пултарулӑхӗпе ял ҫыннисене савӑнтарать. Унта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑмсем ытларах ҫӳреҫҫӗ. Нумаях пулмасть кӑна Комсомольски районӗнчи Хирти Сӗнтӗр ялне кайса килнӗ-мӗн те хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем концертшӑн пухӑннӑ укҫа-тенкӗпе клуб валли чӳрече каррисем ҫӗлеттернӗ. Алексей Сурков музыкант пултаруллӑ хӗрарӑмсене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ юрӑсем вӗрентме тӑрӑшать. Ҫапла вара хӑйсем те чун канӑҫне тупнӑ, ҫынсене те хавас кӑмӑл кӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Москакассинчи уяв Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗнче ҫамрӑксен уявне ирттернӗ. Ӑна йӗркелеме унти яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хастар хутшӑннӑ. Вӗсемех уяв вырӑнне ҫулса тирпейленӗ, сценӑна сӑрланӑ, музыка аппаратурине, кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗре вырнаҫтарнӑ. Мероприятире пӗчӗк ачасенчен пуҫласа ваттисем таранах савӑнма пултарнӑ. Вырӑнти тӳре-шара та унта пырса ҫитнӗ. Маларах вара лотерея та выляттарнӑ, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ йӗркеленӗ, Шупашкартан клоунсене чӗнсе илнӗ. Темиҫе теҫетке ҫул каяллахи юрӑсене янӑратнӑ май ташлаканӗ ташланӑ, пӑхса тӑраканӗ пӑхса тӑнӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Г.Г.Голубева пӗлтернӗ тӑрӑх, спонсорсемсӗр иртмен ку уяв. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсене уйрӑмах тав тунине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче 1934 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче кулаксем вӗлернӗ Гордей Пылина халалланӑ палӑка юсаса ҫӗнетнӗ. Пылин Гордей Кириллович 1898 ҫулта Тулти Пӑртас (халь Пӑртас ялне кӗрет) ялӗнче ҫуралнӑ. Шалти Пӑртас (вӑл та халь Пӑртас ялӗ шутланать) ял халӑхӗпе пӗрле икӗ ялта «Гигант» калхус йӗркеленнӗ. Чи малтанхи председателӗ пулма Гордей Кирилловича шанса панӑ. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗнче ӑна Пӑртас ял совечӗн председательне суйланӑ. 1934 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗнче Пӑртас ялӗнче, ирхи пухура патшалӑха ҫӑкӑр сутассине сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн таврӑнаканскере, пӑшалтан персе вӗлернӗ. Пӗрремӗш председателе халалласа палӑка 1963 ҫулта туса лартнӑ. 1990-мӗш ҫулсенче тивӗҫлипе пӑхманнине кура вӑл юрӑхсӑра тухма тытӑннӑ. Палӑка ҫӗнетсе юсас шухӑшпа Пӑртас ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Петров тухнӑ. Укҫа-тенкӗне хӑй, вырӑнти усламҫӑсем тата ял халӑхӗпе пӗрле пухнӑ. Палӑка юсас ӗҫе Алексей Егоров тунӑ, ӑна ял халӑхӗ те май ҫитнӗ таран пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкасси ялӗ наци йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшать. Утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсем ял уявне паллӑ тунӑ. Туслӑ халӑх наци тумне тӑхӑнса тухнӑ. Уяв лапамӗнче хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ, наци апат-ҫимӗҫне тутанма сӗннӗ. Чи малтанах Ҫӗнӗ кас, Кушкӑ кас, Кивӗ кас урамӗсенче пурӑнакансем юрласа утнӑ. Унтан уява сумлӑ хӑнасем салам сӑмахӗ каласа уҫнӑ. Сцена ҫинче пысӑк концерт йӗркеленӗ. Халӑх чӑтса тӑрайман — ташша тухнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, чи вӑйлисем спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче вӑй виҫнӗ. Юлашкинчен пӗтӗмлетӳ тунӑ. Хӑнасем чи таса урама, чи пуян сӗтеле палӑртнӑ. Кушкӑ кассисене ҫитекенни пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Вӑрнар районӗнчи Хурапыр Юнтапа ялӗнчи халӑх уяв йӗркеленӗ. Ҫынсем чӑваш тумӗ тӑхӑнса лапама васканӑ. Уяв лапамӗнче сӗтел хатӗрленӗ, вӗри шӳрпе лартнӑ. Уява ял тӑрӑхӗн депутачӗ Галина Васильева ертсе пынӑ. Хурапырсене саламлама Вӑрнар район пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Нурӑсри вӑтам шкул директорӗ Татьяна Ефимова, Юнтапари ял хуҫалӑх предприятийӗн ертӳҫи Петр Трифонов тата ытти хӑна ҫитнӗ. Чи маттуррисене ял тӑрӑхӗн хисеп хучӗпе чысланӑ. Ӗҫ ветеранӗ Илья Степанов Хурапыр ял историйӗпе паллаштарнӑ. Уява пухӑннисене пултарулӑх ушкӑнӗсем юра-ташӑпа савӑнтарнӑ. «Утмӑлтурат» ветерансен ушкӑнӗ «Алран кайми аки-сухи» юрӑ пуҫласан, уяври ҫынсем пурте ура ҫине тӑнӑ. Ача-пӑча валли вара вылямалли лапам йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Муркаш районӗнчи Мӑн Токшик ялӗнче пысӑк уяв кӗрленӗ. Вӗсене саламламашкӑн Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов килсе кайнӑ. Савӑнӑҫлӑ уява ваттисем те, вӗттисем те пухӑннӑ. Уяв лапамне сӗтел лартнӑ, унта ҫӑкӑр-тӑвар, кукӑль таврашӗ вырнаҫтарнӑ. Хуранра шӳрпе вӗретнӗ. Уява аякка саланнӑ ентешӗсем те ҫитнӗ. Вӗсем тӗл пулса калаҫнӑ. Николай Угаслов вара ял пурнӑҫӗпе паллашнӑ, халӑхпа калаҫнӑ, ял историйӗпе кӑсӑкланнӑ. Мӑн Токшике пӗртӑван Малинасем, «Асамлӑ ҫӗршыв», «Шупашкар» ушкӑнсем ҫитнӗ. Уяв лапамӗнче алӗҫсен куравне йӗркеленӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗмӗрле районӗнчи Уйпуҫ Ялтӑра ялӗнче пурӑнакансем аптӑранӑ. Вӗсен ӗнисене ниҫта та шӑварма ҫук. Плотинӑна тата ун ҫывӑхӗнчи ҫӗре усламҫӑ тара илнӗ. Унта – канмалли вырӑн, плотина вара – пулӑ тытмалли. Ҫав вырӑнта халӗ канма килекен ҫынсем хуҫаланаҫҫӗ. Ара, вӗсем укҫа тӳлесе кӗреҫҫӗ вӗт унта. Ял халӑхӗн вара тӑван ҫӗрӗ ҫинче ӗнисене шыв ӗҫтермелли вырӑн юлман. Пӗррехинче виҫӗ арҫын сиксе тухнӑ та ӗнисене пусассипе хӑратнӑ. Кӗтӳҫе вара хӗненӗ. Василий Петров кӗтӳри ӗнисене шыв ӗҫтересшӗн ҫеҫ пулнӑ. Туристсене ку килӗшмен. Сӑмахпа каланипе ҫырлахман – кӗтӳҫе хӗненӗ: пӗри питӗнчен ҫапнӑ, тепри – мӑйӗнчен. Василий Петрова кӳршисем хӳтӗлеме тӑнӑ. Чутах ҫапӑҫу пуҫланман ун чухне. Ӗнесене ҫитермелли вырӑн та юлман. Унта туристсем канаҫҫӗ. Ытти ҫӗртре вара ӗне кӗртме юрамасть – вӑл ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр. Канмалли кунсенче плотина ҫывӑхне вун-вун урапа килет. Туристсем ӗнесене курсан киревсӗр сӑмахсемпе перкелешме те именмеҫҫӗ. Халӑх вырӑнти администрацие кун пирки ҫӑхавланӑ, анчах лешсем нимӗн те тӑваймаҫҫӗ. «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем килсен лару-тӑрӑва уҫӑмлатма шантарнӑ-ха вӗсем… Журналистсем усламҫӑпа телефонпа ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Очӑкасси ялӗ пысӑк уявне паллӑ тунӑ. Яла летопиҫре асӑннӑранпа 421 ҫул ҫитнӗ. Уява паллӑ тума очӑкассисем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Урамсене илемлетнӗ, ҫынсен алӗҫӗсен куравӗсене йӗркеленӗ. Сӑмах май, Очӑкасси ялӗ пулса кайни Хусан ханлӑхӗнченех пырать. Отучевсен йӑхӗ пулнӑ: Отуч тата Кадыш пиччӗшӗпе шӑллӗ. Ял кунне хӑна нумай пухӑннӑ. Елена Пучковӑн ӗҫӗсемпе кӑсӑкланакан нумай пулнӑ. Унӑн вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ ӗҫӗсем питӗ илемлӗ курӑннӑ. Григорий Михайлов пробкӑсенчен панно тунӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫинче юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Унта ытти ялсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
ЧР Прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне санкцилемен свалкӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах питех нумай штраф паман ӑнӑ. Ку Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче пулнӑ. Ведомство ҫутҫанталӑка сыхлас саккуна мӗнле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ. Прокуратура Нӑрваш Шӑхаль ялӗ ҫывӑхӗнче санкцилемен свалка пуррине тупса палӑртнӑ. Унта ҫӳп-ҫап, производство каяшӗ пӑрахнӑ. Йӗркене пӑснӑшӑн ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ӑна 700 тенкӗ штраф тӳлемелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |